Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӗлхе терминӗсен аталану ҫул-йӗрӗ

1. Умӗн калани

Ку статьяра эпир чӗлхе терминӗсен паянхи сӑн-сӑпачӗпе вӗсен малашнехи кунҫулӗ ҫинчен сӑмах хускатасшӑн. Анчах та малтан ӗҫре тӗл пулма пултаракан ӑнлавсем ҫинче кӑштах чарӑнма тивет.
Термин тесе пӗр-пӗр ӑслӑлӑхра е ӗҫре усӑ куракан ӑнлавсемпе ӗҫ хатӗрӗсене уҫӑмлӑн палӑртакан сӑмахсене (е сӑмах майлашӑвӗсене) калаҫҫӗ. Ҫак пӗлтерӗше асра тытса, хальхи литературӑра час-часах наука терминӗсене, производствӑпа техника терминӗсене, алӑсталӑх терминӗсене асӑнаҫҫӗ. Чӗлхе терминӗсем шӑпах наука терминӗсен пӗр ушкӑнӗ шутланаҫҫӗ.
Пӗр-пӗр пӗлӳлӗхпе е производствӑн пӗр-пӗр отраслӗпе ҫыхӑннӑ терминсен ушкӑнне вара терминологи теҫҫӗ. Ҫавна май, сӑмахран, чӗлхе терминӗсем тес вырӑнне чӗлхе терминологийӗ теме пулать — шухӑшӗ улшӑнмасть. Чӗлхе терминӗсем, апла пулсан, — чӗлхе тытӑмне тӗпченӗ ҫӗрте усӑ куракан ятарлӑ сӑмахсем. Чӗлхе тытӑмне чӗлхе науки (лингвистика) тӗпчет. Ҫавна май чӗлхе терминӗсем тенине чӗлхе тавра пӗрлешекен сӑмахсем тесе мар, чӗлхе наукинче усӑ куракан ятарлӑ сӑмахсем тесе ӑнланмалла. Вырӑсла куҫарнӑ чухне чӗлхе терминӗ тени «языковые термины» тесе мар, «лингвистические термины» тесе куҫмалла. Ҫавнашкалах чӗлхе терминологийӗ те вырӑсла «языковая терминология» мар, «лингвистическая терминология» тени пулать.
«Терминологи» сӑмахӑн маларах асӑннинчен анлӑрах пӗлтерӗш те пур: ку сӑмахпа пӗр-пӗр чӗлхери мӗнпур терминсен пуххине палӑртаҫҫӗ1. Ҫак пӗлтерӗше асра тытса хӑш-хӑш чӗлхесене терминсемпе пуяннисен шутне кӗртеҫҫӗ, хӑшӗнче-хӑшӗнче вара производство терминӗсем начар аталаннӑ теҫҫӗ.
Пӗр-пӗр ӗҫпе е пӗлӳлӗхпе ҫыхӑннӑ ятарлӑ сӑмахсем ҫинчен калаҫнӑ чухне час-часах ҫав сӑмахсене икӗ ушкӑна пайлаҫҫӗ: пӗр ушкӑнне кӗрекеннисем паллӑрах та кирлӗрех ӑнлавсене палӑртаҫҫӗ, теприсем вара ҫав ӑнлавсемпе ҫыхӑннӑ конкретлӑ япаласен ячӗсем шутланаҫҫӗ. Малтанхи ушкӑнӗнчи сӑмахсем чӑн-чӑн терминсем шутланаҫҫӗ, иккӗмӗш ушкӑнрисем — номенклатура единицисем2. Пӗр ҫӗрте терминсемпе номенклатура единицисем пӗр-пӗринчен ҫӑмӑллах уйрӑлаҫҫӗ, вӗсене ниепле те пӗр-пӗринпе хутӑштарма май килмест. Географирех, акӑ, сӑмахран, шыв («юханшыв» пӗлтерӗшпе), кулӗ, ту, айлӑм сӑмахсем термин пулаҫҫӗ. Атӑл, Сӑр, Днепр, Байкал, Ладога кӳлли, Кавказ тӑвӗсем, Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗр айлӑмӗ ятсем номенклатурӑна кӗреҫҫӗ.
Анчах пур чух та терминсемпе номенклатура йышне кӗрекен сӑмахсем хушшинчи чикӗ ҫакнашкал уҫӑмла теме ҫук. Чӗлхе наукинче те ку ыйту уҫӑмланса ҫитмен. Акӑ вӑхат обстоятельстви, вырӑн обстоятельстви, мӗнлелӗх обстоятельстви, пирке обстоятельстви тенисем, обстоятельство ӑнлавӗпе танлаштарсан, паллах, ытларах номенклатура ячӗсем еннелле туртӑнаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах обстоятельство, дополнени, определени е подлежащи, сказуемӑй сӑмахӗсем хӑйсем те термин шайне лараҫҫӗ те, предложени членӗ текен анлӑрах ӑнлавпа танлаштарса, номенклатура йышне кӗртмелле вӗсене. Ҫавнашкалах сасӑ сӑмах чӗлхе наукинче анлӑ ӑнлава палӑртакан термин. Уҫӑ сасӑ, хупӑ сасӑ тенисем чӗлхери сасӑсен икӗ пысӑк ушкӑнне палӑртаҫҫӗ, ку ӑнлавсен калӑпӑшӗ сасӑ ӑнлавӑннинчен пӗчӗкрех, паллах. Анчах та ӑнлавсен калӑпӑшӗ пӗрешкел пулманни вӗсене икӗ ушкӑна кӗртсе пӗрисене номенклатура, теприне термин тесе хаклама май парать-ши? Ҫирӗплетсех калама ҫук. Хӑй черечӗпе уҫӑ сассисем те, хупписем те каллех вакрах ушкӑнсем ҫине пайланаҫҫӗ: малти уҫӑ сасӑсем (гласные переднего ряда), кайри уҫӑ сасӑсем (гласные заднего ряда), ҫӳлти уҫӑ сасӑсем (гласные верхнего подъема), аялти уҫӑ сасӑсем (гласные нижнего подъема), хытӑ хупӑ сасӑсем, ҫемҫе хупӑ сасӑсем, вӑрӑм хупӑ сасӑсем, кӗске хупӑ сасӑсем т. ыт. те. Хӑшӗ кунта термин, хӑшӗ номенклатура единици — каллех татса калама ҫук.
Чӗлхе тытӑмӗ ҫинчен калаҫнӑ чухне терминсене номенклатура единицисенчен уйӑрма тӑрӑшни ытлашши кирлех те мар пулас. Ҫапах та терминсен ҫирӗп йӗрки, тивӗҫлӗ иерархийӗ, паллах, пулмалла. Унсӑрӑн наука пӗтӗмлӗхӗ те пулма пултараймасть, наука аталанӑвӗ ҫинчен калаҫма та май килмест. Чӗлхе терминологийӗнче те пӗр терминӗсем тӗп ӑнлавсене палӑртаҫҫӗ, вӗсен шутне, теслӗхрен, сасӑ, сыпӑк (слог), морфема, предложени йышшисем кӗреҫҫӗ. Теприсем ҫав анлӑ ӑнлавӑн пӗчӗкрех пайӗ шутланакан ӑнлавсене палӑртаҫҫӗ (уҫӑ сасӑ, хупӑ сасӑ), виҫҫӗмӗшӗсем вӗсенчен вакраххисене (шавлӑ хупӑ сасӑ «шумный согласный», сонорлӑ хупӑ сасӑ «сонорный согласный») тата малалла та. Уйрӑм сассисене вара — фонема текеннисене — номенклатура шутне кӗртсен те юрать (а, ӑ, у, о, ы, в, к, п, р т. ыт. те) Ҫавӑн пекех морфемӑсем ҫинчен калаҫнӑ чухне чӗлхери кашни к0нкретлӑ морфемӑна (тымар морфемӑна та, аффикс морфемӑна та) номенклатура единици теме пулать. Анчах ун пеккисене палӑртасси чӗлхе наукинче уйрӑм ыйту кӑларса тӑратмасть: [а] фонема, -сем морфема, «ҫын» сӑмах тетпӗр те — ӗҫӗ те пӗтрӗ. Ӑнлавӗсем валли тивӗҫлӗ термин тупасси вара нумай чухне чылаях кӑткӑс ӗҫ.
Халиччен каланисене шута илсе, малалла эпир ку статьяра термин ӑнлавпа ҫеҫ усӑ курасшӑн.
Ҫакна та шута илме тивет. Терминоведенире хӑйӗнче те (терминологие тӗпчекен ӑслӑлӑха ҫак терминпа палӑртма пулать3) терминсен системи уҫӑмлансах ҫитеймен. Вӑл ҫакӑнтан та курӑнать. Пӗр-пӗр ӑслӑлӑхри е чӗлхери пӗтӗм терминсен пуххине терминологи теҫҫӗ. Терминологи икӗ тӗрлӗ сӑмахсене пӗрлештерет: 1) ӑнлавсене палӑртаканнисене, вӗсен хӑйсене тивӗҫлӗ ячӗ пур — термин; 2) пӗр ӑнлавпа ҫыхӑннӑ объектсене палӑртаканнисене, кусен вара тивӗҫлӗ ячӗ ҫук, вӗсене палӑртма номенклатура единицисем (номенклатурные единицы), номенклатурӑллӑ ятсем (юменклатурные наименования) пӗрлешӳсемпе усӑ кураҫҫӗ, анчах вӗсенчен пӗри те термин ӑнлавпа шайлашуллӑ пулса ҫитеймен. Пӗтӗмӗшпе вара акӑ мӗн пулса тухать: терминологин икӗ пайӗнчен пӗрне палӑртмалли ятарлӑ ят пур — номенклатура, тепӗр пайне (чӑн-чӑн терминсен пуххине) палӑртакан ятарлӑ сӑмах ҫук. Терминологи сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ ку ушкӑн ятӗнчен анлӑрах, мӗншӗн тесен терминологие терминсен пуххи те, номенклатура та кӗрет. Тепӗр енчен, «ятсӑр» ушкӑна кӗрекен ӑнлавсене палӑртмалли ятарлӑ сӑмахӗ пур — термин, «ятлӑ» ушкӑна кӗрекеннисем валли халлӗхе ятарлӑ сӑмах ҫук. Урӑхла каласан, пӗринче ушкӑнӗн ячӗ ҫук, тепринче ушкӑнри объектсем валли ят ҫук. Ҫакӑ та терминсемпе номенклатура единицисем хушшинчи чикӗсем уҫӑмланса ҫитейменни ҫинченех калать.
Чӗлхе терминӗсен аталанӑвне тишкерме тытӑниччен тата тепӗр ыйту ҫинче кӑштах та пулин чарӑнма кирлӗ пек туйӑнать.
Термин пӗр-пӗр ӑслӑлӑхра усӑ куракан ятарлӑ ӑнлавӑн ячӗ пулать пулсан, чӗлхере вӑл, паллах, ниепле те ӑслӑлӑхӗнчен малтан ҫуралма пултараймасть. Урӑхла каласан, терминологи аталанӑвӗ ӑслӑлӑх аталанӑвӗпе тачӑ ҫыхӑнать, ӑслӑлӑх аталаннӑ май терминологи те йӗркене кӗрсе пырать, ҫирӗпленет. Ӑслӑлӑх мӗнле шайра тӑнине вӑл усӑ куракан терминсем епле пулнинчен те курма пулать: терминсем пӗр-пӗринпе шайлашӑнса ҫитни, вӗсем ҫирӗп пӗрлӗхе пӗрлешсе пӗтӗмӗшле система туни ӑслӑлӑх чӑн-чӑн наука шайне ҫити аталаннине кӑтартать.
Анчах та пурнӑҫра тепӗр чух урӑхларах та пулса тухать: ӑслӑлӑхӗ пур — терминологийӗ ҫук. Тӗрӗсрех каласан, терминологийӗ пурри пур-ха вӑл, йӗркеленессе вара урӑх чӗлхе никӗсӗ ҫинче йӗркеленсе пырать. Чӑваш чӗлхи вӗрентӗвӗ акӑ иртнӗ ӗмӗртех аталанма тытӑнать, апла пулин те, чӗлхе терминӗсем чӑвашла пирӗн ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче ҫеҫ йӗркеленме тытӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унччен чӑваш чӗлхи ҫинчен вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ. Паян кун та чӑваш чӗлхине тӗпчекенсем хӑйсен ӗҫӗсене ытларах чӑвашла мар, вырӑсла ҫыраҫҫӗ. Ҫавна май пирӗн терминологи аталанӑве чӗлхе науки аталанӑвӗнчен юлса пырать. Терминологи аталанӑвӗн шайӗ, ҫапла вара, чӑваш чӗлхи наукин шайне тивӗҫлӗ хаклама май параймасть.
Хальхи вӑхӑтра эпир, тӗпрен илсен, чӑвашла тӑван чӗлхе тытӑмне тӗпченӗ чух ҫыратпӑр (е калаҫатпӑр)4. Апла пулсан, чӗлхе терминӗсем те пире малтан тӑван чӗлхе тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ ӑнлавсене палӑртаканнисем кирлӗ. Тӗслӗхрен, пирӗн чӗлхере «отложительный падеж» (аблатив), «предложный падеж» е «предлог» текеннисем ҫук пулсан, халлӗхе эпир ҫав япаласене чӑвашла мӗнле каласси пирки пуҫа ватмасан та пултаратпӑр. Тӑван чӗлхери пулӑмсене палӑртмалли терминсене вара ҫине тӑрсах йӗркелес пулать. Малашнехи калаҫу та пирӗн чи малтан ҫав терминсем ҫинчен пулӗ. Паянлӑха пире чӗлхе терминологийӗ пӗтӗмпех мар (вӑл ҫав тери йышлӑ, тӗпчевҫисен шухӑшӗсем тӗрлӗ пулнӑран усӑ куракан терминӗсем те пӗре килмеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене пӗр системӑна пӗрлештерме те май ҫук), чӑваш чӗлхи наукин терминологийӗ ытларах интереслентерет.
Паллах, чӑваш чӗлхи науки пӗтӗмӗшле чӗлхе науки шайӗпе танлашма тӑрӑшать, унти идейӑсемпе концепцисене шута илет, ҫавна май пӗтӗмӗшле чӗлхе наукинче усӑ куракан терминсене чӑвашла палӑртас ыйту та ҫулсеренех ҫивӗчленсе пырать. Халех акӑ, тӗслӗхрен, чӗлхеҫӗсене ҫак вырӑсла терминсене чӑвашла епле палӑртасси хумхантарать: аналитическая форма, аналитические языки, анафорический, атрибутивная связь, атрибутивная форма, валентность, внешняя речь, внутренняя речь, грамматикализация, двуязычие, билингв, монолингв, словоупотребление, словоформа т. ыт. те5.

2. Чӗлхе терминӗсем йӗркеленме тытӑнни. Терминологи ӗҫӗн теп тапхӑрӗсем

Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн халӑха ӗмӗрхи тӗттӗмлӗхрен хӑтарса ҫутта кӑларас ӗҫ хӑватлӑн сарӑлать. Вырӑс мар халӑхсем, вӑл шутра чӑвашсем те, шкулта хӑйсен тӑван чӗлхипе вӗренме тытӑнаҫҫӗ. 20-мӗш ҫулсенчех республикӑра темиҫе педтехникум ӗҫлеме тытӑнать, вӗсенче пуринче те чӑваш чӗлхи вӗрентеҫҫӗ. Тӑван чӗлхе ҫинчен чӑвашла анлӑн калаҫма тытӑннӑ май ӑна орфоэпи, орфографи, пунктуаци енчен нормӑлас ыйту ҫивӗччӗн тухса тӑрать. Чӗлхе ыйтӑвӗсене сӳтсе явас ӗҫе вӑл вахӑталла йышлӑн тухма тытӑннӑ хаҫатсемпе журналсем активлӑн хутшӑнаҫҫӗ6.
Революци хыҫҫӑн тӑван чӗлхене тӗпчес ӗҫе хастар хутшӑннисенчен пӗри Тимухха Хӗветӗрӗ (Ф. Т. Тимофеев) пулнӑ. Самана ыйтнине тивӗҫтерсе, кӗске вӑхӑтрах вӑл ҫак ӗҫсене ҫырса кӑларать: «Чӑвашла тӗрӗс ҫырмалли правилӑсем» (Хусан, 1919), «Чӑвашла ҫырма вӗренмелли кӗнеке» (Хусан, 1922), «Чӑваш чӗлхин грамматики. Фонетикӑпа морфологи» (Шупашкар, 1924), «Чӑваш чӗляин грамматики. Синтаксис тӗпӗсем» (Шупашкар, 1924), «Ҫырура чарӑну паллисем лартасси» (Шупашкар, 1926). Шӑпах ҫак ӗҫсенче чӗлхе терминӗсен никӗсе хывӑнать.
Кунсӑр пуҫне Тимухха Хветӗрӗ чылай хушӑ Тӗп куҫару комиссине ертсе пырать. Вырӑсларан чӑвашла куҫарасси ку вӑхӑтра пӗтӗмпех ҫак комисси аллинче пулнӑ, илемлӗ литература куҫарӑвӗсем те, шкул учебникӗсем те, наука тата обществӑпа политика литератури те ун витӗр тухнӑ. Комисси ӗҫне тимлен туса пыни Тимухха Хӗветӗрне терминсене пурнӑҫа кӗртме, вӗсен пӗрпеклӗхне тытса пыма майланӑ.
Хальхи вӑхӑтра вӑтам тата аслӑ шкулсенче усӑ куракан терминсенчен нумайӑшӗ Тимухха Хӗветӗрӗ тунӑскерсемех (тӗслӗхрен: сасӑ, саспалли, уҫӑ сасӑ, хупӑ сасӑ, чарӑну палли, пуплев пайӗ, япала ячӗ, паллӑ ячӗ, хыҫсӑмах т. ыт. те). Вӑл сӗнне терминсенчен чылайӑшӗ чӗлхе науки урлӑ ытти ӑслӑлӑхсене сарӑлнӑ, пурте усӑ куракан литератури чӗлхин сӑмахӗсем пулса тӑнӑ: кӳртӗм («введение» пӗлтерӗшпе), сунӑм «желание», пулӑм «явление», пӗлтерӗш, хисеп «количество», шухӑшлав, пӗтӗмлетӳ, евӗрлӗх «образ, подобие», ҫырулӑх, ӑнлав «понятие» ӑнлантару, умсӑмах, пирке «причина», тишкерӳ «разбор», мӗнлӗх «сущность», туйӑм «эмоция», тӑрӑм «состояние». т. ыт т. Чӗлхе ыйтӑвӗсене ҫутатнӑ чух Тимухха Хӗветӗрӗ чи малтан Н. И. Ашмарин ӗҫӗсем ҫине тайӑннӑ, вӗсене тӗпе хунӑ. Ҫавна май унӑн малтанхи ӑҫӗсенче тӗл пулакан ӑнлавсемпе вӗсен системи те Н. И. Ашмаринӑнни пекех. Ӑнлавӗсене чӑвашла палӑртмалли мелӗсем часах тупӑнман, вӗсене асаплӑн шырама тивнӗ, хӑш-хӑш ӑнлавӗсем валли виҫ-тӑватшар вариант та сӗне-сӗне пӑхнӑ тӗпчевҫӗ. Акӑ «корень слова» ӑнлав валли тӗрлӗ ӗҫре унӑн ҫак вариантсем тӗл пулаҫҫӗ: сӑмах тымарӗ, сӑмах тӗпӗ, сӑмах кӑкӗ. Ытти хӑшпӗр тӗслӗхсем: послелог — ят хыҫӗ, хыҫ, сӑмах ҫумӗ, хыҫлӑх, хыҫсӑмах; положительная степень — илпетлӗ пулӑм, тӗп ӗрет; родительный падеж — харкам вӗҫлевӗ, камӑнлӑх вӗҫлевлӗхӗ, ҫуралу ӳкӗмӗ; повествовательное предложение — каласа паруллӑ пуплев, каласа паракан пуплев, кала тӑран пуплев, калуллӑ пуплев; ударение — сасӑсен янӑравӗ, янӑрав, пусӑм. Кун йышши тӗслӗхсем термин тӑвас ӗҫ мӗн тери йывӑр пулнине те, чӗлхе ыйтӑвӗсемпе ытларах калаҫнӑ-ҫырнӑ май вӗсен системӑлӑхӗ хуллен-хулленех ӳссе пынине те лайӑх кӑтартса параҫҫӗ.
Анчах та Тимухха Хӗветӗрӗ чӗлхе ыйтӑвӗсене хускатнӑ чух Н. И. Ашмарин ӗҫӗсене шута илнипе кӑна ҫырлахнӑ тесе шутлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл вырӑс тата Европа тӗпчевҫисен ӗҫӗсемпе тӗплӗн паллашнӑ, кирлӗ ҫӗрте вӗсен шухӑшӗсене те шута илнӗ. Ҫакӑ ӑна ҫӗнӗ пӗтӗмлетӳсем тума май панӑ, унӑн тавракурӑмӗ анланса, ӑсталӑхӗ ҫуллен-ҫул ӳссе пынӑ. Акӑ, сӑмахран, Н. И. Ашмарин глаголӑн сӑпатсӑр формисем йӗркелекен конструкцисем ҫинчен каланине пӗтӗмлетсе, Тимухха Хӗветӗрӗ пуплевле членсен теорине никӗсленӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче пуплевле членсем ҫинчен калани чӑваш синтаксисне тӗпчес ӗҫре пысӑк утӑм шутланма тивӗҫ пулнӑ7. Чӗлхе пулӑмӗсене Н. И. Ашмаринран урӑхларах ӑнлантарнине вӗсем Т. М. Матвеевпа иккӗшӗ шкул валли ҫырнӑ кӗнекесенче те курма пулать8.
Чӗлхе терминӗсене Тимухха Хӗветӗрӗ, тӗпрен илсен, вырас терминӗсем тӑрӑх калькӑласа тунӑ. Кунтан нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук: хӑй вӑхӑтӗнче вырӑсла терминсем те авалхи грек тата латин чӗлхисен традицийӗ тӑрӑх йӗркеленнӗ, ҫавӑнпа та чӗлхе терминӗсем вырӑсла та нумайӑшӗ калька терминсем. Европӑри чӗлхе науки грексемпе латинсен ӑслӑлӑхӗ ҫинче никӗсленсе аталаннӑ пулсан, эпир ӗнтӗ ҫав тӗп ҫул-йӗртен аякка пӑрӑнма пултарайман — нимле наука та пушӑ вырӑнта ҫуралмасть, унчченхи сӗткенсене туртмасӑр аталанмасть.
Термин ӗҫӗнче Тимухха Хӗветӗрӗ чи малтан тӑван чӗлхе мелӗсемпе усӑ курма тӑрӑшать. Час-часах вӑл термин пӗлтерӗшӗпе чӗлхери сӑмахсемпех усӑ курать: чӗлхе, сасӑ, ҫырулӑх, мӑшӑрлӑх «парность», тупмалли «оглавление», хӑнӑхтару, хисеп «число», сум «числительное», кӗлетке «форма», ӗҫхӗл «глагол» сыпӑк «аффикс», татӑк «слог», чӗвӗ «междометие», пӑнчӑ «точка», вӗҫле «склонятъ» т. ыт. те. Чӗлхере термин шайне лармалли сӑмах тупӑнман чухне вӑл ҫӗнӗ сӑмах тума та хӑрамасть. Ака, тӗслӗхрен, вӑл ҫӗнӗрен тунӑ термин сӑмахсем: евӗрлев «подражание, подражательное слово», тайӑм «наклонение» пуплев «предложение» (ку сӑмаха вӑл «речь» пӗлтерӗшпе те ҫӳретет), ӳкӗм «падеж» (ҫак пӗлтерӗшпех унӑн вӗҫлев, вӗҫлевлӗх сӑмахсем те тӗл пулаҫҫӗ), пайташ «причастие», ӗҫхӗлтеш «деепричастие», ылмаш «местоимение», пӗтӗҫтерӳ «союз», сӑпатлав «спряжение», мӗнлев «определение», калав «сказуемое» т. ыт. те. Кун пек чухне Тимухха Хӗветӗрӗ ҫӗнӗрен тӑвакан сӑмахсен шалти формине шута илет те вӗсене ҫӗнӗ пӗлтерӗшпе ҫыхӑнтармалли майсем шырать (евӗрлев — сасса е пӗр-пӗр сӑнара евӗрлени, ӳкӗм — вырӑс чӗлхинчи «падеж» сӑмахӑннн пекех, кунта ӳк глагол пур, тайӑм — кунта та тай глагол пур, калав — подлежащи ҫинчен мӗн те пулин каласа пӗлтерет т. ыт. те).
Ҫапах та ҫӗнӗрен тӑвакан терминсен чи пысӑк пайӗ — икӗ е темиҫе сӑмахран тӑракан пӗрлешӳсем. Ҫӗнӗрен ҫуралакан ӑнлавсене палӑртма ку мелпе пирӗн чӗлхи хӑех питӗ анлӑн усӑ курать (танл.: мальчик — арҫын ача, гроза — аслатиллӗ ҫумӑр, щенок — йытӑ ҫури, перебежать — чупса каҫ, списать — ҫырса ил — пуринче те вырӑс чӗлхи пӗр сӑмахпа палӑртакан ӑнлава чӑваш чӗлхи сӑмах майлашӑвӗпе палӑртать), ҫавна май терминологире те ку йӗрке ҫӗнӗ термин тумалли тӗп мелсенчен пӗри шутланать. Тимухха Хӗветӗрӗ ҫак мелпе тунӑ терминсенчен нумайӑшӗпе эпир паян кун та чип-чиперех усӑ куратпӑр. Акӑ вӗсенчен хӑшӗ-пӗри: уҫӑ сасӑ, хупӑ сасӑ, сасӑсен пӗрпекленӗвӗ, сасӑсен килӗшӗвӗ, сасӑсен мӑшӑрлӑхӗ, пулас вӑхӑт, хальхи вӑхӑт, иртнӗ вӑхӑт, ыйту палли, чарӑну палли, япала ячӗ, паллӑ ячӗ, пӗрреллӗ хисеп, нумайлӑ хисеп, пуплев пайӗ, кӗҫӗн член, сӑмах майлашӑвӗ, пайӑр ят, пайӑр мар ят, мӑшӑр сӑмах, пурлӑ форма, ҫуклӑ форма т. ыт. те, т. ыт.те.
Тӑван чӗлхе ҫине ытларах тайӑннӑ пулин те, Тимухха Хӗветӗрӗ вырӑсла терминсене те тиркемест. Интернационаллӑ терминсем вара унӑн пурте тенӗ пекех ҫав халлӗнех юлаҫҫӗ (грамматика, фонетика, морфологи, синтаксис, форма, омоним тата ытти хӑшпӗрисем). Тата хакласса та вӑл терминсене тул енчен пӑхса сӑнӗ-пичӗ тӑрӑх хакламан. Термин ӗҫӗнче ӑна хӑш чӗлхе материалӗпе усӑ курасси мар, термин кирлӗ ӑнлава тӗрӗc кӑтартма пултарни, вӗсем наукӑри системӑлӑха палӑртма юрӑхлӑ пулни ытларах интереслентернӗ. Вырӑс чӗлхи тенӗрен, унӑн вӑйӑмӗ Тимухха Хӗветӗрӗн терминсем тӑвас ӗҫӗнче те тул енчен мар, шалтан палӑрать, палӑрать ҫеҫ мар — тапса тӑрать хистет, хӑватлӑн хӑй енне туртать. Чӗлхе терминӗсене уйрӑмшарӑн та, вӗсен пӗтӗм системине те Тимухха Хӗветӗрӗ малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех вырӑс лингвистикине пӑхса, вырӑсла терминсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Термин ӗҫне ҫеҫ мар, харпӑр хӑй вулакан-илтекен япалана пачах та ӑнланман ҫурмаккайсем кӑна ӑна термин ӗҫӗнче вырӑс чӗлхине шута илмест тесе ӳпкелеме пултарнӑ.
Ҫитменлӗхӗ-кӑлтӑкӗ те, йывӑрлӑхӗ те сахал мар пулнӑ ҫак кӑткӑс ӗҫре. Пӗр ӑнлавах икӗ-виҫӗ сӑмахпа палӑртни те, пӗр термин темиҫе пӗлтерӗшпе ҫӳрени те, термин шайне ҫитеймен кӑнттам пӗрлешӳсем те тӗл пулаҫҫӗ Тимухха Хӗветӗрӗн ӗҫӗсенче. Акӑ, тӗслӗхрен, пуплев сӑмаха вӑл «речь» пӗлтерӗшпе те (ку пӗлтерӗш пуплев пайӗ терминра халичченех юлнӑ), «предложение» пӗлтерӗшпе те усӑ курнӑ. Сыпӑк термин та икӗ пӗлтерӗшлӗ: 1) аффикс, 2) частица. (Ку ҫитменлӗх вӑл вӑхӑтра татӑксене аффикссенчен уйӑрса ҫитерейменнинчен те килме пултарнӑ). Халӗ аффикс текеннисене Тимухха Хӗветӗрӗ икӗ терминпа палӑртнӑ — сыпӑк тата аффикс9. Сӑмах форми ӑнлав та пӗр кӗнекерех икӗ ятпа ҫӳрет — сӑмах кӗлетки тата сӑмах форми. Кунсӑр пуҫне ҫакӑнтах аффикса сӑмах кӗлетки тени те тӗл пулать10. Пӗрремӗшле сӑмах (непроизводное слово) валли Тимухха Хӗветӗрӗн икӗ ят: 1) тӗп сӑмах, 2) сыпӑксӑр сӑмах. Падеж ӑнлавӑн ячӗ вара тӑваттӑ та пур: 1) вӗҫлев, 2) вӗҫлӗх, 3) вӗҫлевлӗх, 4) ӳкӗм. Термин пулса ҫитеймен пӗрлешӳсенчен тӗслӗхшӗн ҫаксене кӑтартма пулать: темиҫе хутлӑ ӗҫхӗл (многократный глагол), тӑвас килни тайӑмӗ (сослагательное наклонение), уйрӑмлӑ ӑнлантару сӑмахӗ (обособленный второстепенный член) т. ыт. те. Кун евӗр тӗслӗхсен списокне малалла та тӑсма пулӗччӗ. Анчах та Тимухха Хӗветӗрӗн ӗҫне ҫакӑн евӗр кӑлтӑксене тӗпе хурса мар, вӑл пуҫласа терминологи ӗҫне йӗркелесе янине шута илсе хаклас пулать.
Паллах, Тимухха Хӗветӗрӗ ҫак пысӑк ӗҫе никампа канашламасӑр пурнӑҫламан. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемпе те, хӑйне вӗрентекенсемпе те канаш тытнӑ, усӑллӑ сӗнӳсене ҫийӗнчех шута илсе пынӑ. Революцичченхи ҫырулӑхри термин ӗҫне те тӗплӗн тишкернӗ вӑл. Ӗҫӗн пархатарне ӑнланакансем ӑна пулӑшма тӑрӑшни ҫак фактран та лайӑх курӑнать. 1929—1930 вӗренӳ ҫулӗсенче Хусанти Хӗвелтухӑҫ педагогика институчӗн чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен студентсене Н. И. Ашмарин чӑвашла чӗлхе терминӗсем ҫинчен лекци вулать. Терминсем мӗнле пулмалли, вӗсене тунӑ чух мӗне-мӗне шута илмелли ҫинчен каланӑ хыҫҫӑн вӑл чӑвашла ҫӗнӗрен тӑвакан чӗлхе терминӗсене пӑхса тухса хак парать. Тимухха Хӗветӗрӗн ӗҫне вӑл пысӑка хурса хаклать, ҫав вӑхӑтрах хӑй енчен те чылай сӗнӳ парать. Тӗслӗхрен, Н. И. Ашмарин сӗннӗ терминсен списокӗнче унччен тӗл пулман ҫак терминсене курма пулать: хушӑм пуплев (аппозитивное предложение), тулӑм (дополнение), еплелӗх «качество», миҫелӗх «количество», тавраш (обстоятельство), ят пуплев (предложение-имя), каварлаша тӑран пуплев (условное предложение), эмоци (туйӑм-сисӗм вырӑнне) т. ыт. те.
Н. И. Ашмарин сӗннӗ терминсем Тимухха Хӗветӗрӗн терминӗсенчен хӑшпӗр чух формипе те, тепӗр чух содержанийӗпе те уйрӑлса тӑраҫҫӗ (ку ӗнтӗ вӗсем иккӗшӗ чӗлхери пулӑмсене урӑхларах пӑхнинчен килет). Сӑмахран:

Тимухха Хӗветӗрӗн
ӗҫӗсенчи терминсем
Н. И. Ашмарин сӗннӗ терминсем
хуҫасӑр пуплевсӑпатсӑр пуплев
(хуҫасӑр пуплевӗ те пур)
вӗҫлевлӗх, вӗҫлӗх, вӗҫлевӳкӗм
ыйтакан пуплевыйтуллӑ пуплев
кӑшкӑракан пуплевкӑшкӑруллӑ пуплев
кӗҫӗн членкӗҫӗн пай
аслӑ членаслӑ пай
янӑрами сасӑянӑравсӑр сасӑ
сыпӑклӑ сӑмах
(производное слово)
хунав сӑмах
Тимухха Хӗветӗрӗн ҫукхутлавсӑр пуплев
(простое предложение)
йышлӑ пуплевхутлавлӑ пуплев
(сложное предложение)
вӗҫленниӳкӗмлев
сӑпатланнисӑпатлав

Вырӑс чӗлхинчи фонетика терминӗн икӗ пӗлтерӗшне Н. И. Ашмарин чӑвашла икӗ терминпа палӑртма сӗнет:
1) фонетика (звуковой строй языка) — фонетик (сӑмах май синтаксис та Н. И. Ашмаринӑн чӑвашлатнӑ ударениллӗ — синтаксис);
2) фонетика (учение о звуках) — сас-пӗлӳ. Тимухха Хеветерӗн кунашкал пайлани ҫук. Ҫапах та, сумлӑ тӗпчевҫӗн чылай сӗнӗвӗсене йышӑнса, каярахри ӗҫӗсенче вӑл ӳкӗм, ыйтуллӑ пуплев, кӑшкӑруллӑ пуплев, янӑравсӑр сасӑ, хунав сӑмах терминсем ҫине куҫать.
30-мӗш ҫулсен вӗҫнелле терминологи ӗҫӗнче ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланать. Унӑн тӗп туртӑмӗ — чӑвашла терминсене вырӑслисемпе ылмаштарасси. Ҫакӑн хыҫҫӑн чӗлхе терминӗсем хушшинче вырӑсларан йышӑннисен хисепӗ хӑвӑрт йышланса пырать: местоимени, глагол, падеж, причасти, деепричасти, междомети, союз, предложени, подлежащи, сказуемӑй, дополнени обстоятельство, определени, обращени, вводнӑй сӑмах, точка запятой, наклонени, ударени т. ыт. те — пурте ҫак тапхӑрта кӗнӗ терминсем, унччен кашниннех вӗсен чӑвашла эквиваленчӗсем пулнӑ.
Хӑшпӗр ылмаштарусен сӑлтавӗсене ӑнланма та, вӗсемпе килӗшме те пулать. Акӑ сыпӑк вырӑнне аффикс тениех килӗшӳллӗ: унччен сыпӑк сӑмахӑн термин уҫӑмлӑхӗ пулса ҫитеймен, вӑл темиҫе пӗлтерӗшлӗ пулнӑ; аффикс — интернационаллӑ термин, префикс, инфикс, суффикс, интерфикс терминсемпе килӗшӳллӗ; аффикс термина йышӑннӑ хыҫҫӑн сыпӑк та термин шайне ларать — «слог» пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать. Пуплев термина предложени терминпа ылмаштарнине те тиркеме ҫук: унччен пуплев икӗ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ пулсан, ун хыҫҫӑн «речь» пӗлтерӗшпе ҫеҫ тӑрса юлать. Ҫавнашкалах пӗтӗҫтерӳ вырӑнне союз та лайӑхрах теме пулать (пӗтӗҫтерӳ — вӑрӑм!), пӑнчӑ вырӑнне точка, хӳреллӗ пӑнчӑ вырӑнне запятой тенисене те тиркес килмест: пӑнчӑ — тӗрӗсех мар, хӳреллӗ пӑнчӑ — вӑрӑм. Анчах та кунашкал тӗслӗхсем сахал. Пӗтӗмӗшле илсен, терминсене вырӑслатни чӗлхе терминологине лайӑхлатнӑ теме те, системӑллӑрах тунӑ теме те ҫук. Чылай терминсене ылмаштарнине вара паян кун та хирӗҫлес килет: пусӑм (хальхи ударени), ӳкӗм (падеж), тайӑм (наклонени: ытла вӑрӑм, чӑвашлинче икӗ сыпӑк, кунта вара 4!), тулӑм (дополнени — каллех вӑрӑм!), чӗнӳ, кӳртӗм сӑмах (вводнӑй сӑмах), чӗвӗ (междомети), калав (сказуемӑй)11, т. ыт. те. Ҫавӑнпах-и, тен, юлашки ҫулсенче пусӑм, кӳртӗм, чӗнӳ терминсем ытларах тӗл пула пуҫларӗҫ.

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси

Чӑвашла чӗлхе терминӗсем хушшинче хальхи вӑхӑтра виҫӗ тӗп сий палӑрать:
1) чӑваш чӗлхи мелӗсемпе усӑ курса тунӑ терминсем (чӗлхе, сасӑ, сӑмах, пиплев, япала ячӗ, паллӑ ячӗ, хальхи вӑхӑт, иртнӗ вӑхӑт т. ыт. те)12;
2) интернационаллӑ терминсем (лексика, фонетика, грамматика, морфологи, синтаксис, фонема, морфема, аффикс т ыт. те)12;
3) вырӑсларан йышӑннӑ терминсем (местоимени, наречи, междомети, падеж, наклонени, предложени, подлежащи, сказуемӑй, определени, дополнени, обстоятельство, обращени, точка, запятой, тире т. ыт. те).
Ӑслӑлӑхӗ аталаннӑ май чӗлхе терминӗсен хисепӗ те ҫулсеренех ӳссе пырать. Юлашки ҫулсенче чӑвашла тухнӑ ӗҫсенче сӑмахран, ҫакнашнал ҫӗнӗ терминсене курма пулать: аккомодици, аллофон, алломорф, аналоги, антиноми, антропоним, антропонимика, ареал, артикуляци, артикуляциллӗ паллӑсем, артикуляцисӗр паллӑсем, ассимиляци, архаизм, аффиксоид, гаплологи, гидраним, гипербола, гипотаксис, графема, дериваци, диссимиляци, дистрибуци, дифтонг, реляци т. ыт. те, т. ыт. те. Пурте тенӗ пекех вӗсем интернационаллӑ сӑмахсем — Европӑри чӗлхесенче пуринче те анлӑн сарӑлнӑ. Интернационаллӑ терминсенчен пӗтӗмӗшле чӗлхе наукинче юлашки вӑхӑтра «эмӑллӑ» терминсем вӑй илсе пынине палӑртмалла (фонема, морфема, лексема, фразема, графема, пунктема, синтаксема, синтагма, тема, рема, парадигма т. ыт. те). Ку терминсем чӗлхере уйӑракан единицӑсене, вӗсен ушкӑнӗсене тата ытти хӑшпӗр тӗп ӑнлавсене палӑртаҫҫӗ, ҫавӑнпа те пирӗн те хамӑр ӗҫсенче вӗсенчен ютшӑнма сӑлтав ҫук. Наукӑра анлӑн усӑ курнӑ пирки вӗсен пӗлтерӗшӗ уҫӑмланса ҫитнӗ, калӑпӑшӗ те вӗсен пысӑк мар, вӗсенчен ҫӗнӗ термин тума та меллӗ. Кӗскен каласан, терминран ыйтнине вӗсем туллин тивӗҫтереҫҫӗ, вӗсене ҫавӑнпа нихӑш енчен те тиркеме ҫук.
Ҫӗнӗ терминсем хушшинче тӑван чӗлхе мелӗсемле усӑ курса тунисем те сахал мар. Пурте тенӗ пекех вӗсем икӗ е ытларах сӑмахлӑ. Компоненчӗсем вара е пурте йышӑннӑ сӑмахсем (дериваци аффиксӗ, реляци аффиксӗ), е чӑваш сӑмахӗсем (шухӑш тӗшши «смысловое ядро предложения», ҫыхӑну палли «формальный показатель синтаксической связи»), е йышӑннӑ сӑмахпа тӑван сӑмах пӗрлешӗвӗ (нуль паллӑ «нулевой знак», предложенин шухӑш тытӑмӗ «смысловая структура предложения», ҫыхӑну аффиксӗ).
Вырӑсларан тӳрремӗн йышӑнакан сӑмахсем ҫӗнӗ терминсем хушшинче йышлӑ мар. Ҫапах та ку пӗрре те ку чухнехи тӗпчевҫӗсем вырӑс чӗлхи вӑйӑмне хисепе хуманнине пӗлтермест. Пачах урӑхла, чӑваш чӗлхи науки халӗ те пӗтӗмпех вырӑс науки хыҫҫӑн аталанса пырать, чӗлхе теорийӗпе те эпир, тӗпрен илсен, вырӑсла ҫырнӑ ӗҫсем урлӑ паллашатпӑр. Ҫавна май интернационаллӑ терминсем те пирӗн наукӑна вырӑс чӗлхи урлӑ кӗреҫҫӗ, хамӑр тӑван чӗлхе мелӗсемпе тӑваканнисене те вырӑсла терминсенчен калькӑлатпӑр. Шухӑшламасӑртарах калькӑлани, вырӑс чӗлхинчи категорисене ҫук ҫӗртенех чӑваш чӗлхинче тупма тӑрӑшни тӗл пулать вара халӗ те13.
Тытӑмӗ енӗпе чӗлхе терминӗсем, ыттисем пекех, пӗр сӑмахлисем тата икӗ е темиҫе сӑмахлисем пулаҫҫӗ. Юлашкисен хисепӗ, паллах, ытларах. Пӗр сӑмахлисем пурте пекех пысӑкрах ӑнлавсен е чӗлхери паллӑрах категорисен ячӗсем шутланаҫҫӗ (падеж, хисеп, вӑхӑт, сӑпат т. ыт. те). Икӗ е темиҫе сӑмахлисем вара пӗр-пӗр категорин вакрах пайӗсене е пӗчӗкрех ушкӑнӗсене палӑртаҫҫӗ (камӑнлӑх падежӗ, вырӑн падежӗ, туху падежӗ, пӗрреллӗ хисеп, нумайлӑ хисеп, хальхи вӑхӑт, иртнӗ вӑхӑт, пулас вӑхӑт). Пулӑвӗ тӑрӑх пӗр сӑмахлисем хушшинче пӗрремӗшлисем те (вӑхӑт, сӑпат, хисеп), иккӗмӗшлисем те пур (калаҫу, ҫыру, пуплев, сӑпатла, вӗҫле т. ыт. те). Тимухха Хӗветӗрӗ хӑй вӑхӑтӗнче термин ӗҫӗнче хӑшпӗр аффикссемпе питӗ тухӑҫлӑн усӑ курни сисӗнет, тӗслӗхрен унӑн -ӑм(-ӗм), -в аффикслӑ терминсем йышлӑ тӗл пулаҫҫӗ: пулӑм, пусӑм, ӳкӗм, тайӑм, тулӑм; евӗрлев, пуплев, сӑпатлав, вӗҫлев. Хальхи вӑхӑтра ҫакнашкал пӗр-пӗр аффикслӑ моделе термин ӗҫенче камӑлларах пани, тӗпе хума тӑрӑшни сисӗнсех каймасть.
Ҫапах та чӗлхери тӗп категорисемпе пысӑк единицӑсене те эпир пур чухне те пӗр сӑмахлӑ терминпа палӑртмастпӑр, нумай чухне сӑмах майлашӑвӗпе усӑ курма тивет. Ӑнлава тӗрӗс палӑртнӑ чухне, усӑ курма меллӗ чухне, паллах, сӑмах майлашӑвӗнчен термин тунине хурлама кирлӗ мар. Тепӗр чухне сӑмах майлашӑвӗнчен ҫӗнӗ термин тума кансӗр, ниепле те система пулса ҫитеймест — акӑ мӗн чӑрмантарать.
Тӗслӗхшӗн саспалли терминах илер. Уйрӑммӑн илнӗ чух ӑна тиркеме сӑлтав ҫук пек, унӑн «буква» пӗлтерӗшӗ те пирӗн ӑс-тӑнра ҫирӗпленнӗ темелле. Ку терминри паллӑ сӑмах та малтанлӑха хӑйне ытлашши систермест (ҫав сӑмах ан палӑртӑр тесех ӗнтӗ, орфографире ӑна пӗрле ҫыратпӑр). Анчах та ҫемҫетӳ палли (ь), уйӑру палли (ъ) терминсем пурри пирӗн ӑстӑнра саспалли сӑмахра та сасӑ палли пуррине асӑнтарса тӑрать. Ҫавна пула ҫемҫетӳ палли, уйӑру палли уйрӑм, саспалли пӗрле ҫырни те кашнинчех алла такӑнтарать. Саспаллисем ҫинчен калаҫнӑ чухне тата вӗсене ушкӑнлама тивет: уҫӑ саспалли, хупӑ саспалли, сасса пӗлтермен саспалли (ь, ъ паллӑсем). Юлашки пӗрлешӗвӗ вара пачах алогизмлӑ пулса тухать: пӗр енчен, сасӑ палли, тепӗр енчен, вӑл тата сасса та пӗлтермест иккен. Ҫук, кирлех пире саспалли вырӑнне пӗр сӑмахлӑ термин (пӗрле ҫыратпӑр пулин те, саспалли сӑмах майлашӑвӗ картинчен тухаймасть)!
Сӑмах майлашӑвӗ хӑй те пирӗн чӗлхере термин шайне ҫитсех каймасть. Пӗр енчен, час-час усӑ куракан терминшӑн вӑл питӗ вӑрӑм (ултӑ сыпӑкран тӑрать). Чӗлхи вара пирӗн икӗ-виҫӗ сыпӑклӑ сӑмахсене ытларах кӑмӑллать. Унтан вӑрӑмрах сӑмахсем те пур, паллах, пирӗн чӗлхере, анчах та пуплевре эпир вӗсемпе сайра усӑ куратпӑр, час-час тыткалама тытӑнсан — кӗскететпӗр (тимӗрҫ < тимӗрҫӗ; асатте < аслӑ атте, каяп < каятӑп, каймас < каймастӑп т. ыт. те). Тепӗр енчен, сӑмах майлашӑвӗсен тытӑмӗ ҫинчен калаҫнӑ чух ку терминӑн кӑнттамлӑхӗ уйрӑмах сисӗнет. Сӑмах майлашӑвенчи тӗп компонент япала ячӗ те, глагол та, паллӑ ячӗ те, хисеп ячӗ те, наречи те пулма пултарать. Вырӑсла ҫак ушкӑнсене палӑртма йывӑр мар: именное, глагольное, адъективное, нумеративное, адвербиальное словосочетание пӗрлешӳсем ҫӑмӑллӑнах йӗркеленеҫҫӗ. Чӑвашла вара ҫак ушкӑнсен ячӗсем пит вӑрӑмланса каяҫҫӗ (япала ячӗпе пулакан сӑмах майлашӑвӗ, глаголпа пулакан сӑмах майлашӑвӗ, т. ыт. те), уҫӑмлах та пулса тухаймаҫҫӗ. «Япала ячӗпе пулакан сӑмах майлашӑвӗ» тенинех акӑ икӗ тӗрлӗ ӑнланма пулать: япала ячӗ тӗп компонент пулать (симӗс вӑрман), япала ячӗ пӑхӑнаканни пулать (вӑрмантан тух, вӑрмантан пуян). Вырӑс чӗлхинче ку термин кӗскерех пулнӑ пулсан, ӑна йышӑнма пулӗччӗ, анчах хальхи терминне вырӑс тӗпчевҫисем хӑйсем те тиркеҫҫӗ. Инкеке тенӗ пек тата, ку терминӑн интернационаллӑ эквиваленчӗ те ҫук. Ҫавӑнпа та, улӑштарасах тетпӗр пулсан, кирлине хамӑр чӗлхерех шырама тивет. Тимухха Хӗветӗрӗн опытнех аса илме пулать: вӑл ӳкӗм, тайӑм, пулӑм тенӗ пек мӗншӗн сар глагола асра тытса сарӑм тес мар? (Сӑмах майлашӑвӗ сӑмаха тепӗр сӑмах хушса сарнипе пулать). Тен, хушӑм? (Сӑмах ҫумне сӑмах хушса пулнине асра тытса).
Сӑмах майлашӑвӗ термин пирки каланӑ сӑлтавсем морфологире япала ячӗ, паллӑ ячӗ, хисеп ячӗ терминсене те тивеҫҫӗ: вӗсенчен те иккӗмӗшле терминсем тума кансӗр. Кунсӑр пуҫне вӗсем ытти пуплев пайӗсен ячӗсемпе те пӗрешкел мар, пӗр шайра тӑмаҫҫӗ: кусем икӗ сӑмахлӑ, теприсем вара пӗрер сӑмахлӑ (местоимени, наречи, глагол, союз т. ыт. те). Пуплев пайӗ терминӗ хӑй те ку чухнехи чӗлхе наукин шайӗпе килӗшсех тӑмасть: тӗрӗссине эпир халӗ пуплев пайӗ текен ушкӑнсем пуплевпе мар, чӗлхепе ҫыхӑннӑ, чӗлхери сӑмахсен ушкӑнӗсем шутланаҫҫӗ. Ахальтен мар, вырӑсла ҫыракансем юлашки ҫулсенче «части речи» термин вырӑнне «классы слов» терминпа ытларах усӑ кура пуҫларӗҫ.
Терминсене сӑмах майлашӑвӗсенчен тунӑ чух та чӗлхери модельсене ҫирӗп тытса пыни кирлӗ: чӗлхере ҫукки терминра та (чӗлхе терминӗсенче вара пушшех!) пулма пултараймасть.
Модельсен пӗлтерӗшӗсене те шута илмесӗр хӑварма пултараймастпӑр. Чӗлхе терминологийӗнче ку енӗпе пирӗн хӑшпӗр ӑнӑҫсӑрлӑхсем пулкаларӗҫ. Акӑ пӗр-икӗ тӗслӗх.
Пайӑр мар ят, тулли мар предложени терминсен моделӗпе усӑ курса, морфологи тӗпчевҫисем глагол формисем ҫинчен калаҫнӑ чухне вӗсене сӑпатлисемпе сӑпатлӑ маррисем ҫине пайларӗҫ14."Анчах та сӑпатлӑ мар форма тени чӑваш чӗлхишӗн килӗшӳллӗ мар. Пирӗн чӗлхере мар татӑк ҫуклӑха кӑтартма тепӗр ят умӗнчи ят сӑмах ҫумне -сӑр(-сӗр) аффикс хушӑнма пултарайман чухне ҫеҫ хушӑнать. Танл.: лайӑх япалалайӑх мар япала—(лайӑхсӑр япала теме ҫук), пушӑ савӑтпушӑ мар савӑт (пушӑсӑр савӑт теместпӗр). Ҫуклӑха -сӑр(-сӗр) аффикспа палӑртма май килнӗ чухне ӑна эпир ҫав мелпе ҫеҫ палӑртатпӑр: туратлӑ йывӑҫ — туратсӑр йывӑҫ (туратлӑ мар йывӑҫ теместпӗр, ку йывӑҫ туратлӑ мар теме пулать, анчах ку урӑх калаҫу), сухаллӑ ҫын — сухалсӑр ҫын. Ҫавӑнпа та сӑпатлӑ формӑн оппозицийӗ сӑпатсӑр форма ҫеҫ пулма пултарать. Пайӑр мар ят, тулли мар предложени тенисем вара тӗрӗсех, мӗншӗн тесен пайӑрсӑр ят, туллисӗр предложени теме май килмест.
Сӑпатлӑ мар форма тенине чӗлхеҫӗсем вырӑс чӗлхинчи ҫак оппозицисене пӑхса кӗртнӗ: 1) личный глагол — безличный глагол, 2) личная форма глагола — неличная форма глагола. Чӑваш чӗлхинче ҫак оппозицисем иккӗшӗ те пулнӑ пулсан, вӗсене палӑртмалли мелсем шырасах пулатчӗ. Анчах пирӗн чӗлхере пӗрремӗш оппозицийӗ ҫук (урӑхла каласан, пирӗн чӗлхере глаголсем сӑпатсӑррисемпе сӑпатлисем ҫине пайланмаҫҫӗ), иккӗмӗшӗ ҫеҫ юлать. Унӑн членӗсене палӑртма вара глаголӑн сӑпатлӑ формисем — глаголӑн сӑпатсӑр формисем тенисем шӑпах вырӑнлӑ15.
Тепӗр тӗслӗх. 6—7 классем валли ҫырнӑ ҫӗнӗ учебникра «вводнӑй сӑмахсем» вырӑнне «кӳртӗм сӑмахсем» терминпа усӑ курма тиврӗ16. Кӗнеке алҫырӑвне сӳтсе явнӑ чухне рецензилекенсенчен пӗри ҫине тӑрсах «кӳртӗм сӑмахӗ» теме сӗннӗччӗ. Капла калани ку пӗрлешӗве тулӑ ҫӑнӑхӗ, пурҫӑн хурчӗ сӑмах майлашӑвӗсен калӑпне лартать. Ҫапах та «вводное слово» пӗлтерӗше палӑртма ку модель мар, кӳртӗм сӑмах (пурҫӑн тутӑр тенӗ пек) модель вырӑнлӑрах пек туйӑнать. Сӑлтавӗсем: 1) ку модель мӗнле сӑмах? ыйтупа ыйтанать — ҫапла пулмалла та; 2) кӳртӗм сӑмах ҫырура пирӗн тата «введение» пӗлтерӗшпе ҫӳрет, ҫавна май кӳртӗм сӑмахӗ тени ӑстӑнра «вводное слово» вырӑнне «слово введения» пӗлтерӗш ҫуратма пултарать — уйрӑмлӑх чакать; 3) кӳртӗм сӑмахӗ пӗр сыпӑк вӑрӑмрах та — терминологире вара кирлӗ пӗлтерӗше пӗрешкел тӗрӗс палӑртнӑ чухне те кӗскерех вариантне суйлас пулать17. Кунта вара кӗскерех варианчӗ шухӑшӗ енчен те тӗрӗсрех.
Икӗ е темиҫе сӑмахран тӑракан терминсенче халлӗхе пирӗн ҫитменлӗх йышлӑ-ха. Нумайӑшӗ вӗсенчен содержанийӗпе те, форми енчен те, калӑпӑшӗ тӑрӑх та термин шайне лараймаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Н. К. Дмитриев профессор ҫак ҫитменлӗхе тӗрӗсех палӑртнӑччӗ. Акӑ мӗн ҫырать вӑл, сӑмахран, хӑшпӗр фонетика терминӗсем ҫинчен.
«Тутапа калакан хупӑ сасӑсем» не может передать чеканного, математически точного термина «губные согласные», по-скольку означает «согласные звуки, выговариваемые с помощью губ». Равным образом описание «палтлатса илтӗнекен хупӑ сасӑ» не равняется термину «взрывной согласный», поскольку фактически означает «согласный звук, слышимый при взрыве». Далее, нельзя считать термином и следующее определение «зубных согласных», которое звучит «чӗлхене шӑла перӗнтерсе калакан хупӑ сасӑсем» и означает дословно: «согласные звуки, выговариваемые путем прикосновения языка к зубам». То же самое можно оказать и о «термине» «носовые звуки», который фактически тоже является только описанием и звучит следующим образом: «сӑмсапа калакан сасӑсем», т. е. «звуки, выговариваемые при помощи носа». Особенно сложно описание, которое должно служить суррогатом термина «небные согласные»: «чӗлхене ҫӑвар маччи ҫумне перӗнтерсе калакан хупӑ сасӑсем», т. е. «согласные звуки, выговариваемые в процессе соприкосновения языка и неба»18.
Н. К. Дмитриев статьи тухнӑранпа вӑхӑт чылай иртрӗ пулин те, асӑннӑ ҫитменлӗхсем фонетика терминӗсенче ҫав халлӗнех юлчӗҫ-ха. Ку, паллах, фонетикӑпа чӑвашла ҫырнӑ ӗҫсем тухманнинчен те килет.
Термин шайне ҫитеймен ҫакнашкал пӗрлешӳсем морфологире те, синтаксисра та пур. Акӑ, сӑмахран: пӗр хут пулса иртнӗ вӑхӑт, темиҫе хут пулса иртнӗ вӑхӑт, малтан пулса иртнӗ вӑхӑт19, сыпӑнтаракан, уйӑракан тата хирӗҫлекен сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисем; подлежащи пулакан пӑхӑнуллӑ предложени; темиҫе пӑхӑнуллӑ предложениллӗ пӑхӑнуллӑ хутлӑ преложенисем; уйрӑмтӑран кӗҫӗн член, урӑх ҫын сӑмахлӑ предложени20 т. ыт. те. Малтанхи виҫӗ терминӗ чи малтан содержанийӗпе килӗшӳсӗр: вӑхӑт ҫинчен калаҫнӑ чух вӑл ҫитет, ҫывхарать, хӑвӑрт иртет, вӑрах тӑсӑлать теме пултараттпӑр, анчах вӑхӑт пӗр хут пулса иртет, кайран пулса иртет тенисене вара пачах ӑнланма ҫук. Пӗр-пӗр ӗҫ е событи вара пӗр хут е темиҫе хут малтан е кайран пулса иртме пултарать. «Сыпӑнтаракан, уйӑракан тата хирӗҫлекен сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени» тени те пачах ӑнланмалла мар япала: хутлӑ предложени пӗтӗмӗшпе сыпӑнтармасть те, уйӑрмасть те, хирӗҫлемест те; ҫав хутлӑ пӗрлӗхе кӗрекен пайсем ҫеҫ сыпӑнтаркан, уйӑракан е хирӗҫлекен союзсемпе ҫыхӑнма пултараҫҫӗ. Апла пулсан, «сыпӑнтаракан, уйӑракан тата хирӗҫлекен союзлӑ сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени» теме пулать. (Тен, авторӗ шӑпах ҫапла каласшӑн пулнӑ пуль). Анчах капла каланинче ытлашшилӗх (тавтологи) пур: сыпӑнуллӑ хутлӑ предложение кӗрекен хутсӑр предложенисем сыпӑнтаракан, уйӑракан тата хирӗҫлекен союзсемпе кӑна ҫыхӑнаҫҫӗ, апла пулсан, ку союзсемсӗр сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенийӗ ҫинчен те калаҫма май ҫук.
Икӗ е темиҫе сӑмахлӑ терминсенче (кӗскерех вӗсене хутлӑ термин тесен те юрамалла — «составной термин» пӗлтерӗшпе; пӗр сӑмахлисем вара хутсӑр термин пулаҫҫӗ) ҫак йӗркене тытса пырас туртӑм сисӗнет: пысӑкрах единицӑн е ушкӑнӑн ячӗ пӗчӗкрех ушкӑнсенче те юлать. Танл.: сасӑ — уҫӑ сасӑ, хупӑ сасӑ; вӑхӑт — пулас вӑхӑт, хальхи вӑхӑт, иртнӗ вӑхӑт; предложени — хутсӑр предложени, хутлӑ предложени т. ыт. те. Урӑхла каласан, палӑртакан чӗлхе пулӑмӗсем пӗчӗкленнӗҫемӗн вӗсен ячӗ пысӑкланса пырать: пысӑк пулӑмӑн ячӗ пӗр сӑмахлӑ (сасӑ, предложени), унран пӗчӗкреххи — икӗ сӑмахлӑ (уҫӑ сасӑ, хутлӑ предложени), тата пӗчӗкреххин — виҫӗ сӑмахлӑ (малти уҫӑ сасӑ, кайри уҫӑ сасӑ, сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени, пӑхӑнулла хутлӑ предложени) тата малалла та. Чӗлхе терминологийӗ ку тӗлӗшпе чӗлхере хӑйӗнче ҫирепленнӗ йӗркене пӑхӑнать: чӑваш чӗлхи ҫӗнӗ ӑнлава кивви ячӗ ҫумне тепӗр сӑмах хушса палӑртнине килӗштерет, танл.; яшка — пулӑ яшки, аш яшки, ҫӑмах яшки, серте яшки; ҫӑнӑх — тулӑ ҫӑнӑхӗ, ыраш ҫӑнӑхӗ, урпа ҫӑнӑхӗ; апат — каҫхи апат, ирхи апат, кӑнтӑрлахи апат т. ыт. те.
Анчах та ҫак йӗркене терминологишӗн пур чух та килӗшӳллӗ теме ҫук, мӗншӗн тесен виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш сыпӑкра уйӑракан ушкӑнсен ячӗсем питӗ вӑрӑмланса каяҫҫӗ, танл.: сасӑ — хупӑ сасӑ — ялан янӑракан хупӑ сасӑ — ялан янӑракан ҫемҫе хупӑ сасӑ (ку вара тӑваттӑмӗш сыпӑкри ушкӑн ячӗ пулчӗ — пайӑр ятсенче Тунюк Микули Унтри Йӑванӗ тенӗ пек). Терминсем ҫакнашкал вӑрӑмланнинчен икӗ тӗрлӗ хӑтӑлма пулать: е, виҫҫӗмӗш сыпӑкран пуҫласа; пӗрремӗш сыпӑкри пек каллех хутсӑр термин ҫине куҫмалла, е хутсӑр термина кӗскетме май тупмалла. Терминологи практикинче икӗ мелӗпе те усӑ кураҫҫӗ. Акӑ тӗслӗхсем.
Халичченхи йӗрке тӑрӑх предложени тытӑмне членсем ҫине пайласа тӗпчеме тӑрӑшатпӑр. Малтанлӑха членсене икӗ ушкӑна — тӗп членсемпе кӗҫӗннисем ҫине пайлатпӑр. Ун хыҫҫӑн кашни ушкӑнне каллех малалла ушкӑнлатпӑр: подлежащи, сказуемӑй (тӗп членсем), определени, дополнени, обстоятельство (кӗҫӗн членсем). (Шкул грамматики юлашки вӑхӑтченех дополненипе обстоятельствӑсене хӑй черечӗпе каллех вакрах ушкӑнсене пайлатчӗ-ха). Пӗрремӗш сыпӑкри пулӑмӑн ячӗ — член — иккӗмӗш сыпӑкра та юлать (предложение хӑйне халлӗхе шута илмӗпӗр): тӗп член, кӗҫӗн член. Ҫапах пӗрремӗш сыпӑкри пулӑмӑн ятне иккӗмӗш сыпӑкра кӗскетрӗмӗр: туллин «предложенин тӗп членӗ», «предложенин кӗҫӗн членӗ» темеллеччӗ. Виҫҫӗмӗш сыпӑкра вара ку принципа пӑрахӑҫларӑмӑр та ушкӑнсен ячӗсене пӗрер сӑмахлӑ туса хутӑмӑр: подлежащи, сказуемӑй, определени, дополнени, обстоятельство. «Сьшӑнуллӑ хутлӑ предложени» терминри йӗркене пӑхӑннӑ пулсан, кунта та «подлежащи пулакан тӗп член», «определенн пулакан кӗҫӗн член» темеллеччӗ.
Кӗскетнин тӗслӗхӗсем. Япала ячӗсене эпир икӗ ушкӑна пайлатпӑр: пӗрисене пайӑр ят, теприсене пайӑр мар ят тетпӗр («пайӑр япала ячӗ», «пайӑр мар япала ячӗ» мар). Тахҫанах хӑнӑхрӑмӑр ку терминсене, никам та вӗсенче йӑнӑш курмасть. Евӗрлев сӑмахӗсене те икӗ ушкӑна пайлатпӑр: пӗрне сасӑ евӗрлевӗсем, теприне сӑнар евӗрлевӗсем тетпӗр («сасӑ евӗрлев сӑмахӗсем», «сӑнар евӗрлев сӑмахӗсем» мар). Ҫак мелпе «еверлев сӑмахӗ» терминне хӑйне те «евӗрлев» таран кӗскетме пулать (сӑмах пуплев пайӗсен ячӗсенче урӑх пӗринче те ҫук — кӑна та шута илмелле). «Тӗп член», «кӗҫӗн член» терминсене те кӗскетрӗмӗр.
Ҫапах та ҫак мелпе эпир халиччен те анлӑн усӑ кураймастпӑр-ха. Хӑшӗ-пӗри кашни кӗскетӳрех йӑнӑш курма пӑхать. Хисеп ячӗсен ушкӑнӗсене тахҫантанпах «шут хисепӗсем», «йӗрке хисепӗсем», «валеҫӳ хисепӗсем», «вак хисепсем» теттӗмӗр, И. П. Павловӑн «Хальхи чӑваш литература чӗлхи» кӗнекинче (1965) вӗсен ячӗ вара урӑхла — шут хисеп ячӗсем, йӗрке хисеп ячӗсем, валеҫӳ хисеп ячӗсем, пӗтӗмлетӳ хисеп ячӗсем, вак хисеп ячӗсем («сасӑ евӗрлев сӑмахӗсем» тенӗ пек).
Терминсене кӗскетес туртӑм кирек хӑш чӗлхере те, хуть те мӗнле терминологире те пур — чӗлхе перекечӗ хӑех ҫапла тума ыйтать. Акӑ вырӑсла «многотомное издание» вырӑнне «многотомник», «передовая статья» вырӑнне «передовица», «периодическая литература» вырӑнне «периодика» кулленхи калаҫура ҫеҫ мар, ятарлӑ литературӑра та часччасах тӗл пулать21. Унашкал кӗскетӳсем вырӑссен чӗлхе терминологийӗнче те темӗн чухлех: гласный < гласный звук, согласный < согласный звук, придаточное времени < временное придаточное предложение т. ыт. те.
Терминсене ытлашши вӑрӑмлатса янин тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри — вӗсене мӗнле те пулин тупсӑмлӑ тума, терминӗпе хӑйӗнпех чӗлхе пулӑмне уҫса пама тӑрӑшни. Шӑпах ҫак туртӑм «тутапа калакан уҫӑ сасӑсем», «чӗлхен кайри пайӗпе калакан хупӑ сасӑсем», «пиркене пӗлтерекен пӑхӑнуллӑ предложенисем» пек термин евӗрлӗ пӗрлешӳсем ҫуратать.
Терминсене тупсӑмлӑ тума (мотивацилеме) тӑрӑшнине пур чух та хурлама ҫук. Ҫак туртӑма тӗпе хурса йӗркеленӗ нумай терминсем чип чиперех пулса тухнӑ (пайӑр ят, пайӑр мар ят, хутлӑ сӑмах, мӑшӑр сӑмах, вӑхӑт, хисеп, евӗрлев т. ыт. те). Тимухха Хӗветӗрӗн ӳкӗм, тайӑм, пуплев, чӗнӳ йышши терминӗсенче те, вӗсене вырӑсларан калькӑланӑ пулин те, тупсӑмлас туртӑм палӑрать: кашнинех вӗсене чӗлхери тивӗҫлӗ глаголпа ҫыхӑнтарнӑ (ӳк «падать», тай «наклонять», пупле «говорить», чӗн «звать», «обращаться»). Сӑмаха тупсӑмламалли, ҫӗнӗ пӗлтерӗше тивӗҫлӗ тумалли мелсем тӗрлӗрен пулма пултарӑҫҫӗ — эпир ҫавна шута илместпӗр. Кирлӗ ӑнлава ытла та тӳррӗмӗн, пӗртен-пӗр мелпе кӑна палӑртма тӑрӑшатпӑр. Чӗлхи вара пирӗн ҫӗнӗ пӗлтерӗше тӗрлӗ мелпе палӑртать, акӑ: ҫӑкӑр сӑмси, кӑмака ҫӑварӗ, арман ҫунатти, хӗвел хӑлхи — пӗр япала паллине теприн ҫине куҫаратпӑр та, ҫӗнӗ пӗлтерӗш пулчӗ те. Ҫакӑн евӗр номинаци терминологишӗн те юрамалла пек. Пӗр тӗслӗх.
Хальхи чӗлхе науки «знак» ӑнлавпа питӗ анлӑн усӑ курать.. Пирӗн ун валли халлӗхе тивӗҫлӗ термин ҫук. «Паллӑ» сӑмахпа усӑ курма пӑхкалатпӑр, анчах кӑлӑх: пӗр енчен, ку сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ питӗ йышлӑ, тепӗр енчен, унӑн чӗлхе терминологийӗнче ҫирӗпленнӗ пӗлтерӗш те пур — «признак». «Знак» пӗлтерӗшне чӗлхе терминологайӗнче тӑлӑм сӑмах юрамалла пек туйӑмать. Тӑлӑм тесе халахра сурӑх ҫурӑмӗ ҫине ӑна ҫын сурӑххисенчен уйӑрас тӗллевпе касмасӑр хӑваракан ҫӑм пайӑркине калаҫҫӗ. Тӑлӑм, апла пулсан, — уйӑрмалли паллӑ. «Знак» та ҫавах, ҫавӑнпа та метафора йӗркипе тӑлӑма ун ҫине куҫарма пулать. Сӑмахӗ те кӗске, тата кивӗ пӗлтерӗшӗ унӑн тӗксемленсе те пырать — ҫакӑ та ӑна ҫӗнӗ пӗлтерӗшпе усӑ курма ҫӑмӑллатать.
Ҫак мелпе чылай ҫӗнӗ термин тума пулассӑн туйӑнать. Терминсене мотивацилеме тӑрӑшнине пӗтӗмпех тиркемесен те, пур чух та ку туртӑма пӑхӑнма кирлӗ мар пулас22. Чӗлхери сӑмахсен те хальхи вӑхӑтра тупсӑмӗ нумайӑшӗн паллӑ мар. Асатте, ҫӑкалӑх, сӑвӑҫӑ, пулӑҫӑ сӑмахсен тупсӑмӗ уҫӑмлӑ пулсан, атте, ҫӑка, сӑвӑ, пулӑ сӑмахсем ӗлӗк епле пӗлтерӗшлӗ пулнине тарӑн тӗпчев тунӑ хыҫҫӑн ҫеҫ калама пулать. Усӑ куракан терминсем хушшинче халӗ те пирӗн тупсӑмӗ паллӑ маррисем сахал мар, вырӑсларан йышӑннисем, интернационаллӑ терминсем пурте кунта кӗреҫҫӗ (фонетика, падеж, глагол, союз, предложени, определени т. ыт. те). Калькӑланисем те чылайӑшӗ вӗсен шутнех кӗме тивӗҫ (пуплев пайӗ, паллӑ ячӗ, предложени членӗ т. ыт. те).
Чылай чухне вара пӗлтерӗшӗ уҫӑмлӑ сӑмахсем термин вырӑнӗнче пӗлтерӗшӗ тӗксӗмленнисенчен начартарах та. Кун пеккисем уйрӑмах нумай пӗлтерӗшлӗ категорисене палӑртма юрӑхсӑр. Пӗр-икӗ тӗслӗх.
Наклоненисенчен пӗрне эпир хушу наклоненийӗ тетпӗр. Анчах та хушу пӗлтерӗшӗ ку наклоненин иккӗмӗш сӑпатӗнче ҫеҫ палӑрать (эсӗ ҫыр, эсир кайӑр). Пӗрремӗш сӑпатӑн ку пӗлтерӗш пачах та ҫук, кунта ытларах ӗҫе тума сунӑм пурри, ирӗк ыйтни палӑрать (эпӗ ҫырам, эпир каяр). Виҫҫӗмӗш сӑпатӑн та хушу пӗлтерешӗ чылаях тӗксӗмленнӗ. Ҫапла вара, наклоненин ячӗ унӑн пӗлтерӗшӗсемпе хирӗҫӳллӗ пулса тухать. Наклоненин ячӗ пӗлтерӗшлӗ пулман пулсан, унашкал хирӗҫӳлӗх сисӗнес ҫукчӗ.
«Килӗшӳ наклоненийӗ» термин пирки те ҫакнах калама тивет. Уйрӑмах ку термин кайинччӗ, пулинччӗ йышши -ччӗ аффикслӑ формӑшӑн юрӑхсӑр. И. П. Павловпа Э. Е. Игнатьева учебникӗнче килӗшӳ наклоненине ӑнлантарса ҫакнашкал тӗслӗхсем панӑ: 1) Эх, тӑкинччӗ ку ҫумӑр хуть лайӑхрах. 2) Малашнехи кунсем те ҫакӑн пек тӑринччӗҫ (124 стр.) Кун йышши тӗслӗхсем килӗшӳ наклоненийӗ тенине кӗретӗнех хирӗҫлеҫҫӗ, вӗсенче килӗшӳ пӗлтерӗшӗ ҫук, хӗрӳллӗн ӗмӗтленни, вӑйлӑ сунӑм пур вара. Ку хирӗҫӳлӗхрен ҫапла ҫеҫ тухма пулать: е наклоненин хальхи ятне пӗлтерӗшсӗр сӑмахпа ылмаштармалла, е кайинччӗ, пулинччӗ йышши формӑна, килӗшӳ наклоненийӗнчен уйӑрса, урӑх ят памалла. Тӗрӗссипе вӑл чӑнах та уйрӑм форма, килӗшӳ наклоненийӗпе пулӑвӗ тӑрӑх ҫеҫ ҫыхӑннӑ. (Пулӑвӗ тӑрӑх, самахран, -нӑҫемӗн(-нӗҫемӗн) аффикслӑ форма та иртнӗ причастипе ҫыхӑннӑ та, ҫапах та эпир ӑна иртнӗ причасти мар, деепричасти тетпӗр. Кунта та ҫавнашкалах).
Чӗлхери пулӑмсемпе фактсем пӗр-пӗринпе системӑллӑн ҫыхӑннӑ пирки системалӑх вӗсен ячӗсенче те палӑрмалла. Терминсем пӗр-перинпе содержанийӗпе те, формипе те килӗшсе-шайлашса тӑмалла. Системӑлӑх, шайлашулӑх терминологишӗн тӗп принципсенчен пӗри шутланать, ӑна пӑхӑнманни каллех терминологие хавшатать. Пӗтӗмӗшпе чӗлхе терминологийӗ пирӗн ҫак принципа пӑхӑнать теме пулать. Танл.: уҫӑ сасӑ — хупӑ сасӑ; хытӑ хупӑ сасӑ — ҫемҫе хупӑ сасӑ; тулли — тулли мар (предложени), ансӑр — анлӑ (сӑмах майлашӑвӗ, предложенн), хутсӑр — хутлӑ (сӑмах, предложени) т. ыт. те. Кун пек чухне ӑнлавсем пӗр-пӗринпе хире-хирӗҫлӗ (оппозициллӗ) пулнине терминӗсем хӑйсемех кӑтартаҫҫӗ. Шайлашулӑх мӑшӑрлӑ оппозицире кӑна мар, нумай членлӑ оппозицире те кирлӗ. Акӑ каланин тӗллевӗ тӑрӑх, традицие хисепе хурса, предложенисене калуллисем, ыйтуллисем, хистевлисем ҫине пайлатпӑр. Вӗсен ячесем пӗр-пӗринпе шайлашуллӑ — пулӑвӗ тӑрӑх виҫҫӗшӗ те пӗрешкел (калу сӑмахӗ уйрӑммӑн ҫӳремест пулни те, терминне ҫав тӗпренех тунӑ: калуллӑ). Анчах тӗллӗн-тӗллӗн терминсен шайлашулӑхӗ пӑсӑлни те пур.
Акӑ япала ячӗпе ҫыхӑннӑ категорисен ячӗсем пурте тенӗ пекех чӑвашла: вӗҫлев, камӑнлӑх, хисеп, пайӑр, пайӑр мар, пару, пӗрлелӗх т. ыт. те. Пӗрин ячӗ вара вырӑсла — падеж. Ытти чӑвашла терминсем хушшинче вӑл тӳрех куҫа курӑнать, чӗлхене те такӑнтарать. Мӗне пӑхса ӗлӗкхи ӳкӗм термина пӑрахӑҫласа ӑна йышӑнас тенӗ — ӑнланма хӗн. Ҫавнашкалах глагол категорийӗсен ячӗсем те пурте пекех чӑвашла: вӑхӑт, сӑпат, хисеп. Вӗсем хушшинче наклонени ют элемент пек туйӑнать, тата вӑл вӑрӑмми те вӑрӑм (тӑватӑ сылӑклӑ!). Тем тесен те, ӗлӗкхи тайӑмӗ унран пур енӗпе те лайӑхрах пулнӑ.
Ҫак икӗ термина киввисемпе улӑштарни терминсен шайлашулӑхне ӳстернӗ пулӗччӗ.
Ҫакӑн евӗр янӑравлӑ, илемлӗ, уҫӑмлӑ терминсем 20-мӗш ҫулсенче синтаксисра та пулнӑ, сӑм., калав, тулӑм. Анчах та калавне тавӑрас — унпа юнашар подлежащи те «янӑрами пулать». Дополнени вырӑнне ӗлӗкхи тулӑмне тавӑрас — вӑл та определени, обстоятельство тенисемпе шайлашсах каясшӑн мар. Ҫавӑнпа та ку микросистемӑна е ҫавхаллӗнех хӑварас пулать, е пӗтӗмпех чӑвашлатас пулать.
Хупӑ сасӑсем чи малтан икӗ пысӑк ушкӑна пайланаҫҫӗ, вӗсен вырӑсла ячӗсем; 1) сонорные, 2) шумные. Ҫак оппозицин иккӗмӗш членӗ валли пирӗн тивӗҫлӗ термин пур — шавлӑ хупӑ сасӑсем, пӗрремӗш членӗ валли ҫук: ялан янӑракан (е янӑравлӑ) хупӑ сасӑ тени термин шайне ҫитеймест — вӑрӑмми те вӑрӑм, шавлисемле оппозициллӗ пулнине те кӑтартаймасть. И. П. Павловпа Э. Е. Игнатьева кӗнекинче пулӑшу пуплев пайӗсем термин пур (вырӑсла «служебные части речи» тенине калькӑланӑ). Анчах та ӑна хирӗҫле ӑнлавӗ ҫинчен асӑнман та, мӗн пирки ку термина кӗртнине те ӑнланма ҫук. Хӑй пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем, пулӑшу сӑмахӗсем тенисене (11 стр.), терминӗсем шайлашулӑх енчен ӑнӑҫлах мар пулин те, ӑнланма пулать.
Хутлӑ предложенисене виҫӗ ушкӑна пайлатпӑр: 1) сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисем, 2) пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисем, 3) союзсӑр хутлӑ предложенисем. Сыпӑнуллӑ хутлисемпе пӑхӑнуллӑ хутлисем содержанийӗпе те, формипе те пӗр-пӗринпе шайлашаҫҫӗ теме пулать. Анчах та «союзсӑр» тени вара ку рете лараймасть. Союзсӑр хутлӑ предложени текеннисенче сыпӑну та, пӑхӑну та палӑртма ҫук — ҫакӑ вӗсен тӗп уйрӑмлӑхӗ. Ку уйрӑмлӑх вӗсене сыпӑнуллисемпе пӑхӑнуллисене пӗтӗмӗшлӗн хирӗҫлетет, у. к. ку оппозицин пӗр енче сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисемпе пӑхӑнуллӑ хутлисем тӑраҫҫӗ, тепӗр енче — союзсӑр хутлисем. Анчах та терминӗ ҫакна палӑртмасть кӑна мар, ӑнланса илме те кансӗрлет. Хамӑр ӗҫре эпир «союзсӑр хутлӑ» вырӑнне «ҫыхӑну паллисӗр хутлӑ предложени» тесе пӑхнӑччӗ23, анчах ку та вӑрӑмрах.
Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенири хутсӑр предложенисенчен пӗрне тӗп предложени, теприне пӑхӑнуллӑ предложени тетпӗр. Кунта вара тепӗр тӗрлӗ инкек: пӗр сӑмахах икӗ тӗрлӗ ӑнлавпа ҫыхӑнтарнӑ — хутлӑ пӗрлӗхӗ те пӑхӑнуллӑ, хутсӑрри те пӑхӑнуллӑ. Капла та ӑнлавсен системӑлӑхӗ пӑсӑлать. Ҫавна пула вырӑсла чип-чиперех «сложноподчиненное предложение с придаточными времени» е «сложноподчиненное предложение с несколькими придаточными» тенисене ниепле те чӑвашла ҫаврӑнӑҫуллӑ калаймастпӑр: «вӑхӑта пӗлтерекен пӑхӑнуллӑ предложениллӗ пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени» пулса тухать — кашнинчех икӗ сӑмахне икшер хут калама тивет. Каллех ҫитменлӗх, ӑна та тӳрлетес пулать. «Пӑхӑнуллӑ» сӑмахне пӗр терминӗнчен катертме тивет.
Пӗтӗмлетсе, кӗскен ҫапла калама пулать. Чӗлхе терминологийӗн никӗсӗ ҫирӗп. Терминологи майӗпенех аталанса, пуянланса пырать. Ҫӗнӗ терминсен шутӗнче уйрӑмах интернационаллисен хисепӗ палӑрмалла ӳсет. Ҫапах та чӗлхе терминологине лайӑхлатас тӗлӗшпе тумалли ӗҫсем те сахал мар-ха: нумайӑшне ҫӗнӗрен йӗркелемелле, хӑшне-хӑшне, тен, улӑштарма та тивӗ. Ку таранччен эпир пӗрре те хамӑр ӑслӑлӑхра усӑ курнӑ терминсене туллин шута илмен. Ку ӗҫе вӑраха ямасӑр тӑвас пулать. Ун хыҫҫӑн вара чӗлхе терминологийӗн сӑн-сӑпачӗ те туллинрех курӑнӗ, малашнехи ӗҫсем те уҫӑмланӗҫ.

Ӑнлантарусем

1. Даниленко. В. П. Русская терминология. Опыт лингвистического описания. М., 1977, с. 15.
2. Ахманова О. С. Словарь лингвистических терминов. М., 1966, с. 6.
3. Петушков В. П. Лингвистика и терминоведение. — В сб.: «Терминология и норма (О языке терминологических стандартов)». М., 1972.
4. Университетри чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен студентсене М. Р. Федотов профессор «Тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматики», «Тюркологи пуҫламӑшӗ» курссене те чӑвашла вулать. Ку курссемпе вӑл чӑвашла пособисем те кӑларчӗ: Федотов М. Р. Тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматики (Сравнительная грамматика тюркских языков). Шупашкар, 1975; вӑлах: Тюркологи пуҫламӑшӗ (Введение в тюркологию). Шупашкар, 1976. Ку кӗнекесен терминсем пурте тенӗ пекех чӑваш чӗлхи наукинче усӑ кураканнисемех.
5. Чӗлхе терминӗсене йӗркелессине тӑван чӗлхе материалӗпе кӑна ҫыхӑнтарнинче ҫитменлӗх те ҫук мар. Чӗлхе ыйтӑвӗсемпе чӑвашла сахал ҫырнӑран (е калаҫнӑран) тӑван чӗлхере кулленхи хутшӑнура кирлӗ формӑсемпе модельсем те вӑй илсе ҫирӗпленеймеҫҫӗ. Акӑ юлашки вӑхӑтченех пире тӗрлӗ халӑх чӗлхисене епле каламалли иккӗлентеретчӗ: тахӑшӗ тӗрӗс — те Итали чӗлхи, те итал чӗлхи, те итальянецсен чӗлхи. М. И. Скворцов хатӗрленӗ «Обществӑпа политика сӑмахӗсен вырӑсла-чӑвашла словарӗ» (1973) ку ыйтӑва татса пачӗ теме пулать. Чӗлхе ячӗсене кунта ҫапла панӑ: армян чӗлхи, украин чӗлхи, итальян чӗлхи, испан чӗлхи, голланд чӗлхи (голландский язык) норвег чӗлхи т. ыт. те. Халӑх ячӗсене епле каласси вара халӗ те иккӗлентерет-ха: те Итали халӑхӗ, те итальянсем, те итальянецсем — тахӑшне йышӑнмалла. Ҫапах та, армян чӗлхи, армян халӑхӗ, армянсем модельсемпе танлаштарса, итальянсем, испансем, норвегсем, уйрӑм ҫын ҫинчен калаҫнӑ чух вара итальян (ҫынни), испан (ҫынни), норвег (ҫынни) темелле пек туйӑнать (танл. итальян чӗлхи, испан чӗлхи).
6. Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче тата 20-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче чӑвашла ҫак хаҫатсемпе журналсем тухса тӑнӑ: Хусанта «Канаш», «Чухӑнсен сассн», «Ҫамрӑк коммунист», «Хӗрлӗ ялав» хаҫатсем тата «Шурӑмпуҫ», «Ана», «Ҫӗр ӗҫлекен», «Ҫӗнӗ ял» журналсем, Чӗмпӗрте «Ҫӗнӗ пурнӑҫ», «Ҫутталла», «Хӗрлӗ салтак» хаҫатсем тата «Атӑл юрри» журнал, Самарта «Юлташ» хаҫат, Епхӳре «Пирӗн юлташ» хаҫат, Мускавра «Чӑваш хресченӗ» хаҫатпа «Ӗҫлекенсен сасси» журнал. Петров Н. П. Основные этапы развития общественных функций чувашского литературного языка — «Учен. зап. ЧНИИ», вып. 2. Чебоксары, 1965, с. 101.
7. Кун ҫинчен тӗплӗнрех ҫак ӗҫре вулама пулать: Андреев И. А. Чӑваш синтаксисӗн ыйтӑвӗсем. II пайӗ. Шупашкар, 1975, 18—34 с.
8. Матвеев Т. М., Тимофеев Ф. Т. Чӑваш чӗлхин грамматики. Морфологи. Щупашкар. 1934; вӗсемех: Чӑваш чӗлхин грамматики. Синтаксис. Шупашкар, 1934.
9. «Пуҫламӑш тӗп хыҫӗнчи сыпӑксене пурне те аффикс е сыпӑк теҫҫӗ» (Чӑваш чӗлхи грамматики. Фонетика, морфологи, синтаксис. Шупашкар, 1928, 55 с.)
10. «Сыпӑка тата сӑмах келетки теҫҫӗ. Сыпӑклӑ сӑмахсене вара келеткеллӗ сӑмах теҫҫӗ, сыпӑксӑррисене кӗлеткесӗр сӑмах теҫҫӗ» (Ҫавантах).
11. Эпир вырӑсларан йышӑннӑ чӗлхе терминӗсенчен хӑшне-хӑшне вырас тӗпчевҫисем хӑйсем те тиркеҫҫӗ. Акӑ мӗн ҫырать, сӑмахран, паллӑ вырас тӗпчевҫи А А. Реформатский: «Крайне неудобными грамматическими терминами в русском языке являются такие тяжеловесные термины-кальки, как существительное, прилагательное, числительное, подлежащее, сказуемое, которые быстро лимитируют образование производных или провоцируют на создание малопонятных по дифференцированности терминов: сказуемость — сказуемность и т. п.» А. А. Реформатский. Что такое термин и терминолгия.— В сб.: «Вопросы терминологии». М., 1961,. с. 54.
12. Этимологи енчен пӑхас пулсан, кусем хушшинче авал ют чӗлхесенчен йышӑннӑ сӑмахсем те пулма пултараҫҫӗ (вӑхӑт, сӑпат, хисеп). Анчах вӗсен хисепӗ чӗлхе терминӗсен хушшинче йышлӑ мар.
13. Акӑ чӑваш чӗлхеҫисенчен хӑшпӗрисем паянчченех глаголсене вырӑс чӗлхинчи пек куҫӑмлисемпе куҫӑмсӑррисем, сӑпатлисемпе сӑпатсӑррисем ҫине пайлаҫҫӗ. Чӑннипе вара ку оппозицисем пирӗн чӗлхере ҫук. Ҫавнашкалах паллӑ ячӗсене те, вырӑс грамматикине пӑхса, мӗнлелӗхе тата ҫыхӑнӑва кӑтартаканнисем ҫине пайлама май килмест. Кунашкал пайлани те пирӗн чӗлхешӗн ытлашши.
14. Павлов И. П. Хальхи чӑваш литература чӗлхи. Шупашкар, 1965, 260 с.
15. И. П. Павловпа Э. Е. Игнатьевӑн 5—6 классем валли ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхи» кӗнекинче (1978) ку оппозицие сӑпатлӑ глаголсем — глаголӑн сӑпатсӑр формисем тесе палӑртнӑ (103, 136 стр-сем). Кунпа килӗшме ҫук. Капла каласан, ҫак формӑсем пӗр-пӗринпе хире-хирӗҫлӗ пулнине те ӑнлӑнма ҫук. Системӑлӑх та пӑсӑлать. Тӗрӗссипе калаҫу сӑпатлӑ глаголсем ҫинчен мар, глаголӑн сӑпатлӑ (у. к. сӑпатпа хисепе палӑртакан) формисем ҫинчен пымалла. Вӗсене «сӑпатлӑ глагол» тени ӑстӑнра ирӗксӗрех «личный глагол» пӗлтерӗшпе ҫыхӑнать.
16. Андреев И. А. Чӑваш чӗлхи. Синтаксис. 6—7 классем валли. Шупашкар, 1978.
17. Чӑваш чӗлхипе вӑтам шкул валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ программӑна сӳтсе явнӑ чухне ку таранччен усӑ курнӑ «пару-тӑву падежӗ» вырӑнне «пару падежӗ», «сӑлтав-тӗллев падежӗ» вырӑнне «пирке падежӗ» теме сӗнчӗҫ. Сӗнӳсене пурте тенӗ пекех ырласа йышӑнчӗҫ. Ҫапла вара, икӗ падежӑн ячӗсем чылай кӗскелчӗҫ. Халӗ ӗнтӗ ҫак падежсене асӑннӑ чух ача-пӑча ӑстӑнӗнче илемсӗр ассоциаци ҫуралас хӑрушлӑх та ҫук (шкул ӗҫӗнче кун пеккине те шута илме тивет). Падежсен кӗске ячӗсен ҫумӗнче хӑшпӗр падежсен ячӗсем вара пушшех вӑрӑмланнӑ пек пулчӗҫ, танл.: пару, вырӑн, туху, ҫуклӑх, пирке, ҫавӑнтах камӑнлӑх, пӗрлелӗх.
18. Дмитриев Н. К. Грамматическая терминология в учебниках родного языка для чувашских школ. Ҫак авторӑн «Грамматичеҫкая терминология в учебниках родного языка» кӗнекинче пичетленнӗ. М., 1955, с. 107, Н. К. Дмитриев кунта «Грамматика терминӗсем» пӗрлешӗве «чӗлхе терминӗсем» пӗлтерӗшпе усӑ курать. Терминсемпе тиркевлӗрех усӑ курас пулсан, «грамматика терминӗсем» морфологипе синтаксис терминӗсене ҫеҫ палӑртмалла, мӗншӗн тесен вӗсен пӗрлӗхне ҫеҫ грамматика теҫҫӗ, лексикӑпа фонетика чӗлхе наукин пайӗсем пулаҫҫӗ, ӑнчах грамматикӑна кӗмеҫҫӗ.
19. Ку терминсене И. П. Павловпа Э, Е. Игнатьевӑн маларах асӑннӑ кӗнекинчен илнӗ. Унчченхи шкул учебникӗнче «темиҫе хут пулса иртнӗ вӑхӑт» вырӑнне «хальхи умӗнхи вӑхӑт» тенӗ, «пӗр хут пулса иртнӗ вӑхат», «малтан пулса иртнӗ вӑхӑт» терминсем пулман.
20. Кунта асӑннӑ синтаксис терминӗсене ҫак икӗ кӗнекерен илнӗ: 1) Горский С. П. Чӑваш чӗлхи, 6—7 классем валли. Шупашкар, 1977; 2) Горский С. П., Петров Н. П., Сергеев Л. П. Чӑваш чӗлхи. 8 класс валли. Шупашкар, 1975.
21. Даниленко В. П. Асӑннӑ ӗҫ, 76 с.
22. Ытти терминоведсем те чылайӑшӗ ҫаплах шутлаҫҫӗ. Акӑ мӗн ҫырать кун пирки чех тӗпчевҫи Карел Гаузенблас: «Недостаточно оправдано стремление выдвигать наглядность, «прозрачность» терминов как важнейшую черту научной терминологии» (В. П. Даниленко авторӑн асӑннӑ ӗҫӗ тӑрӑх, 64 с.)
23. Андреев И. А. Чӑваш синтаксисӗн ыйтӑвӗсем. II пайӗ. Шупашкар, 1975, 111 с.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-12-11 21:05:57 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 14295 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем